МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Суббота, 04.05.2024, 13:08
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2014 » Апрель » 24 » Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ музыкӑпа литература каҫӗ иртрӗ
Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ музыкӑпа литература каҫӗ иртрӗ
    10:19

   Фоторепортаж

   Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ кун, ака уйахӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Муркашсене уява халалланӑ «Патриарх халалӗпе» музыкӑпа литература каҫӗ ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрне пуҫтарчӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем, Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн членӗсем тата ял вулавӑшӗсен чи хастар вулаканӗсем пулчӗҫ кунта.

   Вырӑс халӑхӗпе ҫывӑхланассине тата Христос тӗнӗн вӗрентӗвӗсене сарассине тӗпе хурса ӗҫленӗ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче те «Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлантарса ҫӑмӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать…», тесе калать вӑл. Ҫакна тата Мӑнкун эрни пынине шута илсе куракансем умне чи малтанах Муркашри Владимирски Турӑ амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвӗ ҫумӗнчи воскресени шкулӗн вӗренекенӗсем тухрӗҫ.

   Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗсем -Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Владислав Кириллович Ананьев тата Муркаш районӗн национальноҫсен ӗҫӗсен канашӗн председателӗ Лия Юрьевна Тарасова пухӑннисене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗҫ. Пулас ӑрусем чӑвашла калаҫасси паян ку тӗлӗшпе мӗнле ӗҫлесе пынинчен килнине палӑртрӗҫ.

   Уяв каҫӗн чи тыткӑнлакан саманчӗ ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Шӑпчӑк» ачасен фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухсан пуҫланчӗ. Вӗсен «Ҫурхи вӑйӑ» сюити пур куракана та тыткӑнларӗ.

   Малалла сцена ҫине «Литературăллă Чăваш Ен» акци-конкурсӑн район шайӗнчи ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене йыхрвларӗҫ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӗп вулавӑш директорӗ Ирина Алексеевна Николаева паллаштарчӗ.

   «Фольклор. Диалект. Литература» ятпа йӗркеленӗ пайра ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп вулавӑшӑн йӗркелӳпе методика секторӗн ертӳҫи Елена Валерьевна Романова тухса калаҫнипе пӗрлех фольклор юррисем те чӑваш сӑввисем те янӑрарӗҫ.

   Юнгӑри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Вячеславовна Шандимировӑн анчахрах пичетленсе тухнӑ «Ҫунса курмасӑр вут мӗнне пӗлмерӗм» пӗрремӗш кӗнекин кӗске презентациӗ те куракансене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Шан Шанӑҫпи сӑввисемпе композиторсем чылай юрӑсем ҫырма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Меркурий Ягунов кӗвӗленӗ юрӑсемпе Юнгӑри информаципе культура центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗн солисчӗсем паллаштарчӗҫ уява пухӑннисене.

   Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ мероприяти пурне те кӑмӑла кайрӗ.


 

Просмотров: 1305 | Добавил: uruska | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Апрель 2014  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz