МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Воскресенье, 05.05.2024, 18:27
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2016 » Апрель » 8 » Чӑваш халӑх çыравçи Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май.
Чӑваш халӑх çыравçи Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май.
    08:59

   Чăваш халăх çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ Юхма Мишши 1936-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ. Вăл Чăваш Енĕн, Тутарстанăн, Мари Элĕн тата Удмурт республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

   Ҫак паллӑ куна халалласа Муркаш тӗп вулавӑшӗнче «Чăвашлăх управçи» ятлă кӗнеке выставки ӗҫлеме пуҫларӗ.

Унӑн пӗрремӗш пайне «Литература тытăмĕнче» ят панă. Кунта писатĕлĕн пурнăçне çутатса панă. Юхма Мишши И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул Чăваш енре тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ.

   Выставкӑн иккӗмӗш пайӗ «Чăваш кĕнеки ачасем валли» ятлӑ. Кунта чи интереслĕ те илемлĕ тата курăмлă, чуна тивекен кĕнекесем пуçтарнă.

   Юхма Мишши нумай енлӗ ҫыравҫӑ. Вӑл поэт та, прозаик та, хитре юмахҫӑ та, куҫаруҫӑ та. Выставкӑн виҫҫӗмӗш пайӗ «Илемлĕ сăнарсен ытамĕнче» ятлӑ.  Кунта писателӗн библиотекӑра упранакан кӗнекисемпе анлӑн паллаштарнӑ.

  Куравӑн тăваттăмĕш пайне вара «Илемлĕ поэзи тĕнчи» тесе ят панӑ. Ҫыравҫӑн сӑввисем  Тӑван ҫӗршыв, Тӑван тавралӑх, халӑх шӑпи, чӑваш ҫыннин йӑли-йӗрки, чӑваш чӗлхине упрасси, халӑхсен туслӑхӗ темӑсем анлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ. Юрату темипе ҫырнисем те сахал мар. Вӗсем хушшинче кашни вулаканах хӑйне ҫывӑххине тупма пултарӗ.

Просмотров: 546 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Апрель 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz