МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Вторник, 30.04.2024, 09:27
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2012 » Декабрь » 12 » Чӑваш халӑх поэчӗ Василий Иванович Давыдов-Анатри ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май.
Чӑваш халӑх поэчӗ Василий Иванович Давыдов-Анатри ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май.
    11:39
       Юрӑ – чун-чӗре парни. Вӑл ҫынна юратакан, хӗвел пайӑрки пек ӑшӑтакан чӗрере ҫеҫ ҫуралать.  Чӑваш поэзине илес пулсан, унӑн хавхалануллӑ йышӑнче пысӑк сӑвӑҫсем нумай. Вӗсем шутӗнче  Василий Иванович Давыдов-Анатри поэт-юрӑҫ та. 2012 ҫулхи декабӗрӗн 26-мӗшӗнче поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. 
Ҫак паллӑ куна халалласа Муркашри тӗп вулавӑшра «Улып песенной поэзии – лирикӑллӑ сӑвӑсен улӑпӗ» кӗнеке выставки ӗҫлеме пуҫларӗ. 
Унӑн пӗрремӗш пайӗ «Чӑваш-халӑх сӑвӑҫин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ» ҫинчен каласа парать. В.И. Давыдов-Анатри 1917 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ялти ҫичӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн республикӑри хаҫат шкулӗнче, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ  Чăваш патшалăх педагогика училищинче вĕреннĕ. 1940-1941 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă.
Пулас поэт ҫамрӑкранпах ӗҫе хастар кӳлӗннӗ. Вӑл Первомайски район хаҫачӗн редакторӗнче, республикӑри радиоинформаци комитечӗн заместителӗпе тӗп редакторӗнче, каярах Чӑваш кӗнеке издательсвин редакторӗнче тата Чӑваш Писатӗлӗсен союзӗн издательство бюровӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ.
В.И. Давыдов-Анатри нумай енлӗ ҫыравҫӑ. Вӑл поэт та, прозаик та, хитре юмахҫӑ та, куҫаруҫӑ та. Выставкӑн иккӗмӗш пайӗ «Ҫыравҫӑн кун-ҫул курнӑ кӗнекисем» ятлӑ.  Кунта писателӗн библиотекӑра упранакан кӗнекисемпе анлӑн паллаштарнӑ.
Выставкӑн виҫҫӗмӗш пайне  «Ялан юрлать чӗре» - кӗвӗленнӗ сӑвӑ йӗркисем» ят панӑ. Чӑваш композиторӗсем В.И. Давыдов-Анатри сӑввисемпе 300 ытла юрӑ ҫырнӑ. Ҫыравҫӑн сӑвви-юррисенче Тӑван ҫӗршыв, Тӑван тавралӑх, халӑх шӑпи, чӑваш ҫыннин йӑли-йӗрки, чӑваш чӗлхине упрасси, халӑхсен туслӑхӗ темӑсем анлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ. Юрату темипе ҫырнисем те сахал мар. Вӗсем хушшинче кашни вулаканах хӑйне ҫывӑххине тупма пултарӗ.

 

Просмотров: 1368 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Декабрь 2012  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz