МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Воскресенье, 05.05.2024, 21:04
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2015 » Октябрь » 8 » Чӑвашсен паллӑ поэчӗ Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ
Чӑвашсен паллӑ поэчӗ Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ
    13:59

Фоторепортаж  

Юпа уйӑхěн 7-мěшěнче, пирěн ентешӗмӗр – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнӑ: сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, публицист, очерк ӑсти тата сценарист. Андрей Петтоки К. Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине пуҫласа вырӑсла куҫарнӑ.

   Мухтавлӑ поэт юбилейӗ Константин Иванов ҫулталӑкӗпе тата Ҫӗнтрӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнипе пӗр килни питӗ пӗлтерешлӗ. Вӑрҫа Андрей Петтоки хӑй ирӗкӗпе тухса каять, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пуҫне хурать.

   2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ахмане ялӗнче Андрей Петтоки памятникӗ патне чечек ҫыххи хурса, ӑна сума суса митинг иртрӗ. Поэтӑн юбилейне халалласа Москакасси Культура керменӗнче ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцине республикӑри сумлӑ тата паллӑ ӑсчахсем, Москакасси шкул ачисем, ял-йыш, Муркаш районӗнчи вулавӑш ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

   Чи малтанах саламлӑ сӑмахпа Муркаш администрацийěн пуҫлăхӗн ҫумӗ Лилия Юрьевна Тарасова тухса калаҫрӗ, хаклӑ ентешӗмӗрӗн шӑпи кӗске пулнӑ пулин те Тӑван ҫӗршыв кун-ҫулӗнче вӑл тарӑн йӗр хӑварнине палӑртса хӑварчӗ.

   Москакасси ял вулавӑшӗн ертӳҫи Любовь Витальевна Ванюшкина поэт кун-ҫулӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса тӗплӗн каласа пачӗ. Республикӑри сумлӑ хӑнасем «Поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӑса хывни» темӑпа тухса калаҫрӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлахӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Анатольевич Дегтярев поэтӑмӑрӑн псевдонимӗ тата унӑн пултарулӑхӗн асамлӑ вӑйӗ ҫинчен пӗлтерчӗ.

   Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Юрьевна Кириллова, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Виталий Григорьевич Родионов Петтоки чӗлхин хӑй евӗрлӗхӗ пирки, поэт сенкерлӗ те пӑтӑрмахлӑхлӑ саманара хӑйӗн ҫынлӑхне упраса хӑварни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗҫ.

   Андрей Петтоки сӑввисенче, поэмисенче, очерксенче Тӑван ҫӗршывӑн историйӗ, колхозсем тунӑ тапхӑрти ҫӗнӗ улшӑнусем, ҫынсем тата халӑхсем хушшинчи ырӑ хутшӑнусем сӑнланса юлнӑ. Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай тата Чăваш ваттисен Тĕп канашĕн ертӳçи Никитин  (Станьял) Виталий Петрович поэтӑн пултарулӑхӗн хӑй евӗрлӗхӗ пирки пӗлтерчӗҫ. 

   Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнерсен халӑх академийӗн президенчӗ Евгений Евстафьевич Ерагин, поэт тӑтӑшах пырса ҫӳренӗ Каршлӑхри мӑнастир историйӗпе, архиври шыравӗсемпе паллаштарчӗ.

  А.Т. Петтокие эпир унӑн таланчӗшӗн, пултарулӑхӗшӗн хаклатпӑр. Унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех Москакасси шкулӗнче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Пушкина Ирина Ивановна ӑнлантарчӗ. Москакасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Андрей Петтоки ҫырнӑ  сӑвӑсене  илемлӗн вуласа пачӗҫ.

   Хӑйӗн тӑванӗсемшӗн вара Андрей Петтоки халӗ те чӗррисенчен те чӗрӗрех. Михайлова Галина Валерьевнӑпа Шариков Александр  Матвеевич хӑйсен аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ.

    Уяв вӗҫленнӗ май «Шур аппа» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе, Петтоки сӑввипе ҫырнӑ «Шыв юррипе» савантарчӗ.

   37 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ пулсан та тӑван литературӑра поэт тарӑн йӗр хӑварнӑ. Андрей Петтоки пӗтӗм пурнӑҫӗ - Тӑван ҫершыва юратса, парти ӗҫне чунтан парӑнса хастар ӗҫленине тата кӗрешнине кӑтратакан ырӑ тӗслӗх. Ҫавӑнпа та тӑван халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлне тата унӑн ятне асра тытса упрар, унпа мухтанар.

Просмотров: 529 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Октябрь 2015  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz