МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Воскресенье, 05.05.2024, 16:39
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2016 » Апрель » 26 » Чăваш чĕлхи кунĕ.
Чăваш чĕлхи кунĕ.
    10:11

   Фоторепортаж

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирӗн аслă вĕрентекенĕн И. Я. Яковлевӑн çуралнă кунĕ.  Вӑл  чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв - Чăваш чĕлхи кунĕ.

   Çак уява ирттерме Муркаш район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ырă йăласен залне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем, Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн членӗсем тата ял вулавӑшӗсен чи хастар вулаканӗсем пуçтарӑнчĕç.

   Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тĕп вулавӑшĕн ĕçченĕсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятлă кĕнеке выставки хатĕрлерĕç, уяв пуçланиччен халăх пуххăннă вăхăтра унăн куравне йĕркелерĕç. Выставккă тăватă пайран тăрать. Пӗрремӗш пайӗ «Чăваш Прометейĕ» ятлӑ, вӑл И. Я. Яковлева халалланă. Кунта унӑн кĕнекисемпе паллашма пулать. Иккĕмĕш пайĕнче вырнаҫнӑ чăваш чĕлхи пархатарĕ çинчен калакан литературăна вулама  пулать. «Чĕлхе пĕлĕвĕ» пайра чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пулăшакан кĕнекесене курма пулать. «Ӑслăлăх сукмакĕпе» пайра вара чăвашсен авалхи сăмахлăхне тишкерме май пур.

   Кайран вулавӑш ĕçченĕсене те сăмах пачĕç. Кино çулталăкне тата çак уява халалласа Оринин ял библиотекăрĕпе Екатерина Захаровӑпа тӗп библиотекӑн сектор ертӳҫи Ирина Николаева  чăвашкино аталанăвĕ, чăвашăн пĕрремĕш актриси Тани Юн çинчен каласа кăтартрӗҫ. «Чăвашкино» студийĕ 1925-1932-мĕш çулсенче ĕçленине тата çак тапхăрта 7 кино ÿкерме пултарнине пĕлтерчӗҫ. Шел пулин те 30-мĕш çулсенчи репрессисен тапхăрӗнче пĕр кино хăвармасăр пурне те тĕп тунă, Тани Юнпа Иоаким Степанович Максимов-Кошкинские те тĕрмене хупнă. Вĕсем виçĕ çул хушши арестра пулнă.  «Чăвашкино» пĕтерсе "Востоккино" киностудипе пĕрлештернĕ хыççăн Татьяна Степановнăн киноактриса карьери вĕçленет, пурнăçĕнче вырăс тата ют çĕршыв илемлĕ литературине чăвашла куçарас тапхăр пуçланать. Вăл И.С. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕре хушнипе», «Аптранă кăвакал кутăн чăмнă», «Киревсĕрлĕх», «Тĕрлемес патĕнче» пьесăсем çырнă тата вăл «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке авторĕ.  Калаçăва вӗсем электронлă презентаципе илемлетсе пычӗҫ.

   Çак куравра паллаштарнӑ литературӑпа кӗнеке вулама юратакансене тĕп вулашăва чĕнетпĕр.

Просмотров: 487 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Апрель 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz