МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Воскресенье, 05.05.2024, 04:47
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2020 » Май » 27 » День информации «Чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» к 130-летию со дня рождения чувашского писателя К.В. Иванова
День информации «Чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» к 130-летию со дня рождения чувашского писателя К.В. Иванова
    11:41

   Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чӑваш юрри-сӑввин кӗрнеклӗ ӑсти Константин Васильевич Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул тултарать. Константин Васильевич Иванов – чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе хисеплетпӗр.

   Константин Иванов – нумай енлӗ талант. Вӑл пултаруллӑ куҫаруҫӑ, художник-иллюстратор, декоратор, фотограф, фольклорист, поэт.

   Чӑваш поэчӗн ятне аякри ҫӗршывсен тӗрлӗ чӗлхеллӗ энциклопедийӗсене кӗртнӗ; «Нарспи»  поэмӑна тӗнче классикин шедеврӗсемпе пӗрле пичетленӗ.  Вахӑтсӑр сӳнет пэтӑн пурнӑҫӗ. Анчах  ҫулсем иртсен те унӑн ячӗ ҫӑлтӑр евӗр литература тӳпинче ялкӑшса тӑрӗ. «Нарспи» ҫути – сӳнми.                    

   Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче Иванов патне «таврӑнсах» тӑратпӑр. «Нарспи» поэмӑпа виҫӗ опера ҫырнӑ, балет лартнӑ, 2008-мӗш ҫулта Б. Чиндыков дламатургпа Н. Казаков композитор хатӗрленӗ мюзикл та тухрӗ сцена ҫине. Чӑваш ӳкерӳҫисем ҫултан-ҫул «Нарспи» поэмӑна ҫӗнӗрен курӑмсемпе ӑсталаҫҫӗ. Скульпторсем Иванов кӳлепине вилӗмсӗр пурнӑҫ парнелеҫҫӗ. Парксемпе музейсем, театр ун ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ.  Иванов ҫырнӑ йӗркесем, ваттисен сӑмахӗсем пек, халӑх хушшинче ҫӳреҫҫӗ. Поэтсем тӑтӑшах Константин Ивановпа Слакпуҫне сӑвӑсем халаллаҫҫӗ.  Литературӑпа искусствӑри чи лайӑх хайлавсемшӗн ҫуллен К. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх премине параҫҫӗ. 

   Муркаш районĕн тĕп библиотеки ку пысӑк юбилея халалласа дайджест «Чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» хатĕрлерĕ.

«Чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ»

Просмотров: 172 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Май 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz