МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Пятница, 03.05.2024, 14:22
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2019 » Апрель » 26 » «Яланах янăра, чăваш чĕлхи» литературӑпа кӗвӗ каҫӗ иртрĕ
«Яланах янăра, чăваш чĕлхи» литературӑпа кӗвӗ каҫӗ иртрĕ
    16:07

   Фоторепортаж

   Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Эпир ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр.  Иван Яковлевич ӗмӗр тӑршшӗпех чӑваш халӑхӗн ертӳҫи пулнине хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗсемпе кӑтартса панӑ. Вӑл тӑван халӑха ҫутта кӑлармалли тытӑма йеркелесе чӑваш шкулӗсенче ӗҫлеме тӗрлӗ енлӗ те ҫирӗп пӗлӳллӗ пин ытла вӗрентекен хатӗрленӗ, ҫӗнӗ литература чӗлхине тата профессиллӗ наци искусствин – музыка, театр, ӳнер искусствисен - пуҫламӑшне никӗсленӗ.

   Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекӑра Муркаш хор ветеранӗсемпе литературӑпа кӗвӗ каҫӗ «Яланах янăра, чăваш чĕлхи» иртрӗ. Малтанах ертӳçисем И.Я. Яковлев – чӑваш Прометейӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.

   Çак уяв тĕллевĕ - халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.      

   Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Çак шухăша аталантарас туйăмпа Муркашри ветеранӗсен хорĕ Юрий Несторович Жуков çырнă юррисене юрласа савăнтарчӗҫ.

   Чăваш кĕнеки, чăваш чĕлхи прахăçа халех тухмасть. Вăл паянхи кун çĕнĕ вăйпа аталнса пырать, çулленех чăваш кĕнеки йышлă тухса тăрать, çĕнӗ писательсен йышĕ хутшăнсах пырать. Чăваш кĕнекисене халăх хушшинче сарас тĕллевпе библиотека ĕҫченĕсем «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» кĕнеке выставки хатĕрлесе уява килекенсемпе тишкерӳ ирттерчĕҫ, чăвашла пичетленсе тухнă ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗҫ.

   Мероприятие вĕçленĕ май ертÿçĕсем чăваш кĕнекисене вуласа чĕлхе аталантарма сĕнчĕç.

Просмотров: 295 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Апрель 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz