2021 çулта нарăсăн 5-мĕшĕнче Зоя Димитриевна Ярдыкова çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл — чăваш драма актриси тата режиссерĕ, Чăваш АССРӗн тава тивĕçлĕ ӳнер тата РСФСРӑн тава тивĕçлĕ культура ĕçченӗ.
Çак паллă ĕçченĕн çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Муркаш шкулĕнче «Театр - ман шӑпа» краеведени каçĕ иртрĕ. Муркашри тӗп библиотека ӗҫченӗсем шкул ачисене Зоя Димитриевна пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Зоя Димитриевна Ярдыкова 1921 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Шаптак ялĕнче çуралнă. Нумай çул Чăваш патшалăхĕн академи драма театрĕнче актриса, режиссёр ассистенчĕ, режиссер пулса тăрăшнă. 1956 ҫултан Зоя Димитриевна Ярдыкова Ҫамрӑксен театрӗнче педагог тата режиссер пулса ӗҫлеме тытӑннă.
Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенсем унӑн ятне чыслӑн упраҫҫӗ. Театр коллективӗ пухнӑ укҫапа палӑк лартнӑ, «Çĕнсе илнĕ телей» автобиографиллӗ кӗнеке кӑларнӑ, вăл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ.
«Çĕнсе илнĕ телей» кĕнекерен шкул ачисем тĕрлĕ сыпăксене вуласа тухрĕç. Мероприяти вĕçĕнче Николай Айзман «Кай, кай, Ивана» пьеса тӑрах лартнӑ спектакль сыпӑкӗпе паллашрĕç.
Муркашри тӗп библиотека ӗҫченӗсем театр çинчен тĕрлĕ кĕнекесем вулама ачасене сĕнчĕҫ: Г.П. Красновăн «Из истории чувашского ТЮЗа», П. Чамжаевăн «Сцена çинче тĕнче çаврăнать», «Моя жизнь – ТЕАТР», С. Журавлевăн «Актеры Чувашии», З.Д. Ярдыковăн «Çĕнсе илнĕ телей». Информаципе-библиографи уйрăмĕнче тӑрӑшаканӗсем хатĕрленĕ «Светлый образ её в памяти нашей» буклетпа шкул ачисем хаваспах паллашрӗҫ.
Ҫакӑн пек пархатарлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе утса тухнӑ пирӗн ентешӗмӗр Зоя Димитриевна Ярдыкова. Эпир унпа мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр. Артистшӑн чи паха парне – асра тытни.
Фоторепортаж
|