МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Среда, 08.05.2024, 22:57
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2018 » Январь » 26 » Литература сехечĕ«Сумлă пурнăç каçалăкĕ»
Литература сехечĕ«Сумлă пурнăç каçалăкĕ»
    15:16

  Фоторепортаж

 Кăрлач уйӑхӗн 25-мĕшĕнче Крысин Павел Афиногенович (Микиш Павăлӗ) 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Пулас писатель, журналист 1923 ҫулта Муркаш  районӗнчи Пӑсӑрман ялӗнче нумай ачаллӑ  хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

 Микиш Павӑлӗ (Крысин Павел Афиногенович) – Раҫҫей Федерацийӗн писатӗлӗсен тата журналисчӗсен союзӗсен членӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ  ӗҫченӗ, журналистсен Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ. Совет телекуравӗпе радиовещанийӗн отличникӗ, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр», Отечественнӑй вӑрҫӑн 2 степеньлӗ  тата «Хисеп палли» орденӗсемпе тӗрлӗ  медальсен кавалерӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн президиумӗн Хисеп грамотипе икӗ хутчен наградӑланӑ. Вӑл «Раҫҫей пресси 300 ҫулта» палла илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

   Паллă писатель фельетон хыҫҫӑн фельетон шӑрчаланӑ. Вӗсене республикӑри хаҫат-журналта пичетлесех тӑнӑ: «Тем те пулать пурнăçра» (1966), «Предупреждать и воспитывать» (1967),  «Хăвилософ» (1971), «Хушаматлă алăк» (1991), «Все мечтают о сладкой жизни» (2005) тата ытти те. Вал Аслӑ Вӑрҫӑ ҫинчен «Они приближали победу» (2005) произведенийӗ те ҫырнӑ. Павел Афиногеновичӗн хайлавӗсене вырӑс, венгр, украина, туркмени чӗлхисене куҫарнӑ.

Ҫак паллӑ куна халалласа Муркаш районӗн ял тӑрăхĕсем хушшинчи тӗп библиотеки Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕн ушкăнĕпе «Сумлă пурнăç каçалăкĕ» литература сехечĕ ирттерчӗ. Ертсе пыракансем Крысин Павел Афиногенович пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса каласа пачӗҫ. Чӑваш телевиденийӗ 5 ҫул каялла ун ҫинчен ӳкернӗ видеоролика кӑтартрĕç, кулăшла «Çулталăкри вун виçĕ кун» фельетона вуласа пачĕҫ. Ҫыравҫӑ ҫинчен тӗплӗнрех вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тесе библиотекарьсем «Сумлă пурнăç каçалăкĕ» кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ.

Мероприяти вӗҫленсе пынӑ май ветерансем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Вӗсем тимлӗ итлени тата ӑнкаруллӑ пулни лайӑх палӑрчӗ. Ҫакӑн пек литературӑ каҫӗсенче ветерансем маллашне те хутшӑнас ӗмӗт пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

 Муркаш районӗнче нумай паллӑ ҫын ҫуралса ӳснӗ. Крысин Павел Афиногенович (Микиш Павăлĕ) вӗсенчен пӗри. Эпир унпа пурте мухтанатпӑр. Вӑл пирӗншӗн паллӑ тӗслӗх пулса тӑрать.  

Просмотров: 359 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Январь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz