МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Понедельник, 06.05.2024, 12:08
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2014 » Март » 24 » «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке» акци-конкурса хутшӑнатпӑр
«Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке» акци-конкурса хутшӑнатпӑр
    08:59

Республика шайĕнче Чӑваш наци библиотеки пуҫарнипе çулсерен кӑрлач, нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче халăхăн вулас туртăмне ÿстерес тата кĕнеке пĕлтерĕшне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ ӑна. Кӑҫал конкурса 2012 ҫулта пичетленнӗ 184 кӗнеке хутшӑнать. Муркаш районӗн библиотекисенче конкурса хутшăнса «Литературăллă Чăваш Ен: кĕнеке – 2012» ятпа куравсем ӗҫлеҫҫӗ. Ялсенче ача-пӑча литературипе аслӑрах ҫулхисем валли ҫырнӑ кӗнекесене уйрӑмшар пайсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе пысăккисем те, пĕчĕккисем те кăмăлласах паллашаççĕ. Вулакансене кĕнекесемпе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе тишкерÿсем, тӗл пулусем, калаçусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Ильинка ял тӑрӑхне кӗрекен Шашкар ял библиотеки пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрманкассинчи «Пчелка» ача садне çÿрекен ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе «Чӑваш кӗнекин кунне» ирттерчӗ. Александр Лукашинӑн «Ту качакин юрри» кĕнекери (Юрий Сементер куҫарнӑ) «Раççейĕм» тата «Эпир – Чăваш Ен ачисем» сăвăсене ачасем хавхалансах вуларĕç. Александр Ильинăн «Асамат кĕперĕнчи» сăвăсем ачасене çу кунĕсем пирки аса илтерчĕç. Вулавӑш ертӳҫи Галина Михайловна Корнеева Светлана Гордеевӑн «Хаваслӑ карусель» кӗнеки тӑрӑх буктрейлер (кӗнекепе кӗскен паллаштаракан видеоролик) та хатӗрленӗ.

Сыбайкассипе Анаткассинчи ял вулавӑшӗсенче Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» (чӑвашларан З. Романова куҫарнӑ) кӗнеки тӑрӑх премьера хатӗрлеҫҫӗ. Вулакансем кӑмӑлласах вулакан Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» тата Сергей Павловӑн «Тӗтре» кӗнекисем тӑрӑх чылай вулавӑшсенче уйрӑм мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ача-пӑча кӗнекин эрни» пуҫланать. Программӑна асӑннӑ конкурса хутшӑнакан ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесем тӑрӑх хатӗрленӗ литература каҫӗсем, конкурссем, ҫыравҫӑсемпе иртекен тӗл пулусем те кӗнӗ.

Вулакансем списокри хӑш кӗнекесене ытларах кӑмӑлланине ятарлӑ хаклав хучӗсене тишкерсе кашни вулавӑш шорт-лист хатӗрлет. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче районти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп вулавӑшра конкурсӑн район шайӗнчи пӗтӗмлетӗвне хатӗрлӗҫ.

 

Просмотров: 828 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Март 2014  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz