МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Воскресенье, 05.05.2024, 20:02
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2015 » Март » 10 » Пирĕн сумлă ентешĕмĕре - 75 ҫул
Пирĕн сумлă ентешĕмĕре - 75 ҫул
    10:31

   Фоторепортаж

   Кирек мӗнле кӗнекене те ҫыравҫӑ вулаканшӑн ҫырать. Ҫавна май хайлавӗсем мӗнле туйӑм ҫуратнине, паллах, кашни ҫыравҫӑн пӗлесех килет. Ҫыравςăсемпе тĕлпулусем ирттерни вулаканшăн та питех те кирлĕ.

   Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра пирĕн сумлă ентешĕмĕр Василий Николаевич Сипетӗн 75 ҫул тултарнине халаласа литература диалогĕ ирттерчĕς. Ку тĕлпулăва  аслă ςулсенчи вулакансем пухăнчĕς. Малтанах библиотека ĕςченĕсем Василий Сипете ҫуралнӑ кун ячӗпе саламларĕς, телей, ӑнӑҫу тата сывлӑх сунчĕς. Ҫыравςăна Муркаш район администрацийӗн культура, архив ӗҫӗсен тата туризм пайĕн пуҫлӑхӗ те Елена Геннадьевна Чернова саламларĕ, ырлӑх-сывлăх, ςĕнĕ ςитĕнӳсем, ĕςлеме вăй-хал сунчĕ. Кайран вара Василий Николаевичӑн «Лачака», «Аслатиллĕ ир», «Калавсем» тата «Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта» кĕнекисем тӑрӑх калаҫу иртрĕ. Вулакансем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлĕсене пĕлтерчĕҫ, тĕрлĕ- тĕрлĕ ыйтусем пачĕҫ ҫыравҫӑна, литературӑн  тертлĕ ĕҫĕнче яланах ӑнӑҫу сунчĕҫ.

    Тӗлпулу вӗҫленсе пынӑ май библиотека ертӳҫи Ирина Алексеевна Николаева пурин ячӗпе кӗнеке авторне творчествӑлла ӑнӑҫупа телей, ҫирӗп сывлӑх сунса вӑхӑт тупса килме кӑмӑл тунишӗн тав турĕ. Хӑйсен енчен кӗнекене вулакансем патне кирлӗ пек ҫитерме сӑмах пачĕ.

Просмотров: 549 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Март 2015  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz