МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Пятница, 03.05.2024, 23:25
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2017 » Июнь » 22 » Родион Петров композитор 60-ҫул тултарнине халалласа "Вӑл юрӑ-кӗвӗпе телейлӗ" буклет кӑларчӗҫ
Родион Петров композитор 60-ҫул тултарнине халалласа "Вӑл юрӑ-кӗвӗпе телейлӗ" буклет кӑларчӗҫ
    17:43

 

  Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем Родион Петров композитор 60-ҫул тултарнине халалласа «Вӑл юрӑ-кӗвепе телейлӗ» буклет кӑларчӗҫ. Кунта пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн уҫса панӑ тата библиографи списокӗ те пур.

  1981 ҫулта Родион Петровӑн «Шӑпчӑксем» ятлӑ пӗрремӗш юрри Чӑваш радио эфирӗнче янӑранӑ. Ҫӗнӗ юрра Георгий Ефимов сӑввипе кӗвӗленӗ. Юрий Сементерӗн «Сар пикем, хӗр пикем», Петӗр Ялкирӗн «Анюкпа Ванюк», Владимир Никифоровӑн «Ах, пӗлмен-ҫке хӗр чунне», Анатолий Хумӑн «Саншӑнах» сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем радиопа тӑтӑшах янӑраҫҫӗ.

  Родион Петрович 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авӑр ҫырми ялӗнче, Нина Ивановнӑпа Петр Петрович Петровсен туслӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Петр Петрович ялти чи чаплӑ, сумлӑ купӑсҫӑ шутланнӑ.  Родион тӑватӑ-пилӗк ҫултах купӑс калама вӗреннӗ.

  Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Родион тӳрех Ҫӗрпӳри ҫут ӗҫ училищине ҫул тытать. 1976 ҫулта оркестр уйрӑмне пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи Калининӑри культура ҫӳртӗнче илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлет, ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, кайран Элӗк районӗнчи Ехремкассинчи тата Вӑранар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри Культура ҫурчӗсенче илемлӗх ертӳҫисенче вӑй хурать, хӑйӗн ӑсталӑхне малалла туптать.

  1981 ҫулта Родин Петрова Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне баянист-концертмейстерта ӗҫлеме чӗнсе илеҫҫӗ. Пысӑк сцена ҫинче те вӑл пӗтӗм чун хавалне парса тӑрӑшать, ҫӗнӗ кӗвӗсем кӗвӗлет. 1994 ҫулта Родион Петрович  «Янаш» юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пыма тытӑнать, чи малтан ансамблӗн репертуарне ҫӗнетет. Юрӑ-ташӑ ӑстисем ҫуллен Муркаш районӗнчи акатуйра пулаҫҫӗ. 1995 ҫулта «Янаш» ансамбль Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрте Кемер облаҫӗнчи чӑвашсен фестивальне хутшӑнать. Тепӗр ҫулхине Швецири Реттвик хулинче халӑхсен хушшинчи «Шведское лето» фольклор фестивальне хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫлӗ пулать. 2003 ҫулта Пушкӑртстан республикине гастроле кайса килет. 2006 ҫулта «Янаш» ансамбль Венгри республикинчи Сегедра халӑхсен хушшинчи фольклор фестивалӗнче пулать. 2011 ҫулта Коми республикинчен «Завалинка» фольклор фестивалӗн лауреачӗ пулса тӑрать. «Янаш» халӑх ансамблӗн юрри-ташши Чӑваш радиопа телекурав передачисенче тӑтӑшах пулать, «Атӑлҫи ҫӑл куҫӗсем» фестивальте савӑнтарать.

  Родион Петров Атапай ялӗнче те «Сурпан» вокал ансамблӗ йӗркеленӗ. Ансамбль Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче, Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял уявӗнче, Муркаш районӗнчи чылай ялта пулса хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. 

  Культура ӗҫӗнче 41 ҫул вӑй хурать Родион Петров, ял-йыша, инҫетри ентешсене, ытти халӑх ҫыннисене ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт чун апачӗпе тӑрантарать, хӑйӗн юррисемпе савӑнтарать. Эпир, библиотека ӗҫченӗсем, Радион Петрова ҫуралнӑ кунпа ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй, иксӗлми телей сунатпӑр.

 

Усӑ курнӑ материал: Желтухин, Герман. Юрӑ - халӑх чунӗ : [Родион Петров композитор, баянист тата хормейстер ҫинчен] / Герман Желтухин // Хресчен сасси. - 2014. - 26 ноябрь/чӳк (№ 91). -  С. 6.

Просмотров: 610 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Июнь 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz