МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Суббота, 04.05.2024, 00:51
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2015 » Апрель » 29 » Тăван чĕлхе: чăваш чĕлхи – пин чĕлхерен эс чи хакли
Тăван чĕлхе: чăваш чĕлхи – пин чĕлхерен эс чи хакли
    08:40

   Фторепортаж

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – И. Я. Яковлев Аслă вĕрентекенĕн çуралнă кунĕ -  чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв.  Çак кун чăвашсем Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче, культура çурчĕсемпе  вулавăшсенче чăвашсене çутта кăларнă И. Яковлева хисеплесе мероприятисем иртеççĕ. Акă, 2015 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхине юратса, просветителе сума суса  Муркаш районĕн ял вулавăшесем литература каçĕсем ирттерчĕç.

   Мăн Хураçкапа Ильинка ял вулавăшĕсем «Тăван чĕлхе: чăваш чĕлхи – пин чĕлхерен эс чи хакли » ятлă куравсем вулакансем умне çитерчĕç. Шурча ял вулавăшĕнче Светлана Вениаминовна Троицкая заведующи тăрăшнипе «Чĕлхем – эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ!» литература каçĕ пулчĕ. Мăн Сĕнтĕр вулавăшĕнче «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç.  Уява пухăннă хăнасем чăвашсене çутта кăларакан  И. Я. Яковлев çинчен кинофильм курса савăнчĕç. Муркашри  ача-пăчасен тĕп вулавăшĕнче тата Чуманкасси ял вулавăшĕнче шкул ачисемпе «Чи хитре чĕлхе» уроксем иртрĕç. Муркаш районĕн тĕп вулавăшĕ Раççейĕпе пыракан «Библионочь-2015» акцине хутшăннă май вулакансем валли Константин Васильевич Иванов пултаруллăхĕ çинчен экспозиции хатĕрленĕ. Палăртса хăвармалла, Константин Иванов – И. Я. Яковлев вĕренекенĕ, поэт, чăвашлăхшăн тăрăшнă.

   Тăван чĕлхене юратар, упрар. Пулас ăрусем пирĕн тăван чĕлхерен ан писчĕр, юратчĕр, малалла аталантарчĕр. 

Просмотров: 741 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Апрель 2015  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz