МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Четверг, 02.05.2024, 18:59
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2013 » Октябрь » 10 » Владимир Александров - халӑх юратакан композитор
Владимир Александров - халӑх юратакан композитор
    14:44
   Брошюра
   Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем пирӗн паллӑ ентеш, композитор Владимир Александров 55 ҫул тултарнине халалласа брошюра кӑларчӗҫ. Кунта унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн уҫса панӑ тата библиографи списокӗ те пур. Ҫавӑн пекех тӗп библиотекӑра юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ыр кӑмӑллӑх» клубӑн черетлӗ занятийӗнче «Юрӑ-кӗвӗ ман ҫывӑх тӗнче» ятлӑ тематика каҫӗ иртӗ.
   Владимир Александров - композитор, Чӑваш композиторӗсен Ассоциаци членӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл октябрӗн 11-мӗшӗнче 55 ҫул тултарать.  
   Владимир Муркаш районӗнчи Пиккикасси ялӗнче, Мария Андреевна тата Михаил Александрович Александровсен туслӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Михаил Александров ялти чи чаплӑ, сумлӑ купӑсҫӑ шутланнӑ. Ҫак туртӑм ачисене те куҫнӑ. Владимир пиччӗшӗпе шӑллӗ те купӑс калама хӑйсем тӗллӗнех вӗреннӗ. Амӑшӗ вара вӗсен кӗвӗ-ҫемми майӑн юрӑ шӑрантарнӑ.
   Купӑс калани ҫеҫ ҫителӗксӗр тенӗ пулӗ, баяна парӑнтарма ӗмӗтленнӗ арҫын ача. Ҫак шухӑшпа вӑл Муркашри музыка шкулӗнче вӗренме пуҫланӑ. 
   9 класс пӗтерсен, 1975 ҫулта Атапайри Культура ҫурчӗн пултарулӑх ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ Володя, кайран пултаруллӑ каччӑна районти Культура ҫуртне ӗҫлеме чӗннӗ, вӑл «Шурӑмпуҫ» ансамблӗн хормейстерне куҫнӑ. Коллектив ҫав ҫулах «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗр-шывӗнче» республика телефестивалӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.  
   Анчах талантлӑ ҫамрӑк хӑйӗн музыка пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине чухлать, ҫавӑнпах Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗрет. 1977-1981 ҫулсенче вӑл баян класӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Ҫав вӑхӑтрах Атапайри культура ҫурчӗн пултарулӑх ертӳҫинче ӗҫленӗ.  
   Каярах дипломлӑ специалист Муркашри музыка шкулӗнче ачасене баянпа калама вӗрентессипе тимлет. Каллех «Шурӑмпуҫ» ансамбле таврӑнать, районти тӗп больницӑра, Муркашри кирпӗч заводӗнче, Муркашри юсавпа техника предприятийӗнче художество пултарулӑх коллективӗсем ертсе пырать. Ҫак коллективсем республикӑра ирттерекен телефестивальсенче, ытти конкурссенче лауреат ятне илме тивӗҫлӗ пулаҫҫӗ.
   1988 ҫулта Владимир Александров ҫемйипе Патакассине таврӑнать, Орининти Культура ҫурчӗн пултарулӑх ертӳҫине вырнаҫать, хӑйӗн пурнӑҫне Орининти «Шур акӑш» ансамбльпе ҫыхантарать. Ун чухнехи балетмейстер – паян пурте пӗлекен ташӑ ӑсти Анатолий Музыкантов. Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫак икӗ ҫын тепӗр виҫӗ ҫултан ансамбле «халӑх коллективӗ» таран ҫӗкленӗ. 1991 ҫултанпа концертмейстер пулса ӗҫлеме Валерий Ильдяков, балетмейстерта - 1993 ҫултанпа Сергей Каликов пуҫлать. Виҫҫӗшӗ те Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем. 
   Паян «Шур акӑша» районта та, республикӑра та, унӑн тулашӗнче те ҫав тери лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл Мускаври Колонӑллӑ залра та, Пушкӑртстанри, Тюменьпе Кемӗр, Ульяновск облаҫӗсенчи чӑвашсене те савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче кӑтартнӑ вун-вун концерт нихӑшӗ те пӗрне-пӗри калӑпламасть. Кашнинчех мӗн те пулин ҫӗнни, творчество фантазийӗ пур. Апла пулсан, кунта коллектив ертӳҫин тӳпи те пысӑк. 
   Репертуарта тӗрлӗ халӑх юррисем, ҫапах тӗп вырӑнта – чӑваш халӑх кӗвви-ҫемми. Владимир Александровӑн хурлӑхлӑ юрӑсем те, чуна ҫӗклентерекеннисем те нумай. Вӑл 80 ытла юрӑ авторӗ. Кам пӗлмест пулӗ паян Галина Яковлева сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ «Ҫуралнӑ кун ячӗпе», «Тӑлӑх хӗрача юрри», Александр Галкин сӑмахӗсемпе ҫырнӑ «Саншӑн ҫеҫ», хамӑр ентеш Юрий Ковалев шӑрҫаланӑ «Ҫурхи пулӑмсем», «Мӑшӑр шӑпи», «Ҫеҫкери ҫамрӑклӑх» тата ытти нумай-нумай юрӑсене. 
   Юлашки ҫулсенче (2009) «Шур акӑш» ансамбль Липецкра Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Мистюков ячӗллӗ фестивале хутшӑнса диплома тивӗҫнӗ. 2010 ҫулта коллектива Беларуҫра ӑшшӑн йышӑннӑ. Вӑл Гроднора иртекен тӗрлӗ халӑхӑн VIII фестивальне хутшӑннӑ. 2011 ҫулта «Шур акӑш» Пӗтӗм чӑвашсен Чӗмпӗрте иртнӗ Акатуйӗнче пулнӑ, куракансене савӑнтарнӑ. «Шур акӑш» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗн 10 ҫынран тӑракан ушкӑнӗ 2012 ҫулхи июнӗн 25-мӗшӗнче Алтай халӑхӗн регионсем хушшинчи «Эл-Ойын 2012» уявне хутшӑннӑ. «Шурӑ акӑшсем» 2013 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурисен организацийӗ йӗркеленипе Турцие ҫитсе килчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. 
   2011 ҫулта Орининти Культура ҫурчӗ ҫумӗнче ҫӗнӗ ушкӑн ӗҫлеме пуҫларӗ. Ветерансен хорне йӗркелессинче пултарулӑх ертӳҫин Владимир Александровӑн тӳпи пысӑк. Кӗске вӑхӑт хушшинчех вӗсен анлӑ программине район ҫыннисем ҫеҫ мар, ун тулашӗнче пурӑнакансем те курса хаклама ӗлкӗрчӗҫ. «Орин ен» ветерансен хорӗ 2012 ҫулта «халӑх коллективӗ» ята тивӗҫрӗ.  
   Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн искусство ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ф. Лукин композитор ҫуралнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитнине халалланӑ «Тусӑмсене юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарар» фестиваль-конкурса хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫрӗҫ ветерансем.  
   Культура ӗҫӗнче 38 ҫул вӑй хурать Владимир Александров, ял-йыша, инҫетри ентешсене, ытти халӑх ҫыннисене ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт чун апачӗпе тӑрантарать вӑл.

   Усӑ курнӑ литература:
   Михайлов, Л. «Юррӑмсенче эп юлап» [Муркаш тӑрӑхӗнчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Владимир Александров композитор ҫинчен] / Л. Михайлов // Хыпар. – 1996. – 26 январь.
   Смирнова, Надежда. "Юррӑмсенче эп юлӑп" : [Муркаш тӑрӑхӗнчи Орининти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Шур акӑш" юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗпе унӑн ертӳҫи Владимир Михайлович Александров ҫинчен] / Надежда Смирнова // Хыпар. - 2011. - 4 юпа (№ 194). - С. 3. - (Культура / кӑларӑма Надежда Смирнова хатӗрленӗ).
   Илларионова, Роза Александровна. Оринин тӑрӑхӗнчи маттур ветерансем : [Муркаш районӗнчи "Оринен" ветерансен хорӗ ҫинчен] / Р. Илларионова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Муркаш район хаҫачӗ. - 2013. - 12 январь (№ 1). - С. 3 : фот.

Просмотров: 840 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Октябрь 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz