МБУК "Централизованная библиотечная система" Моргаушского района Чувашской Республики

Вторник, 30.04.2024, 11:40
| RSS
Мы в социальных сетях

Главная |
Форма входа
Меню сайта


Реклама
Друзья сайта

WWW.CHEB.RU

Нотариус

Cайт администрации Моргаушского района

Моргауши НА-СВЯЗИ

Архив записей
Главная » 2013 » Февраль » 11 » Ӳрмек Ваҫлейӗн ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ
Ӳрмек Ваҫлейӗн ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ
    08:16
   Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Калайкассинчи вӑтам шкулӗнче Василий Максимович Пузыревӑн (Ӳрмек Ваҫлейӗн) нумай пулмаҫ пичетленсе тухнӑ «Сартон» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. 
   Василий Максимович Пузырев – пултаруллӑ педагог, вӗрентӳ йӗркелӳҫи, Раҫҫей вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Вӑл чылай ҫул хушши вырӑс чӗлхипе литература учителӗ, 1974-1978 ҫулсенче Шатракасси шкул директорӗ, 1978-1980-мӗш ҫулсенче Муркаш районӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, 1980-1983 ҫулсенче Калайкасси шкул директорӗ, каярахпа Шупашкарти тата Украинӑри шкулсенче ҫар ӗҫне вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Калайкассипе Шомик шкулӗсенче вӑй хунӑ. Ҫавӑн пекех эпир ӑна район хаҫатӗнче час-часах пичетленекен сӑвӑ-хайлавӗсем тӑрӑх пӗлетпӗр.
   Ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштаракан меропрятие Муркашри тӗп вулавӑш та активлӑ хутшӑнчӗ. Тӗп вулавӑш специалисчӗсем электронлӑ презентаци хатӗрлерӗҫ, уява пухӑннисене унпа паллаштарчӗҫ. Ҫак презентацие кӗнекери «Сартон» трагедилле новеллӑ, «Пул эс арҫын» поэма тата «Ачалӑх», «Тӗнче тытӑмӗ», «Юрату кӗввисем», «Пурнӑҫ авӑрӗ» сӑвӑ ярӑмӗсем, юптарусемпе култармӑшсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Тӗп вырӑнта - Александр Невский ячӗллӗ арҫынсен монастырӗ вырнаҫнӑ - Каршлӑх ҫӗрӗн асамлӑхне ҫутатакан легендӑна тӗпе хурса ҫырнӑ «Сартон» трагедилле новелла. 
  Калайкасси шкул ачисем тата вӗрентекенсем тӑрӑшнипе Василий Максимович Пузыревӑн пултаруллӑхӗпе тӗплӗнрех паллашма тӳр килчӗ.  Ачасен ташши-юррипе сӑввисем уява илем кӳчӗҫ. Катькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсен те тӳпи пысӑк пулчӗ, вӗсен юррисем кӗнекери геройсене чӗрӗлӗх кӗртрӗҫ. Уява килнӗ хӑнасем пурте кӗнекене ырӑпа хакларӗҫ.

Просмотров: 680 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Баннеры

















Календарь
«  Февраль 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Статистика

Copyright ZDiman © 2024 Сайт управляется системой uCoz