2012
ҫулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чӑваш поэчӗ Алексей
Александрович Воробьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫакна май Муркаш районӗн ял
тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотека «Чӑваш поэчӗ Алексей Воробьев» биографи
очеркӗ хатӗрлерӗ. Унта писатӗлӗн чи паллӑ сӑввисемпе,вӑл ҫырнӑ кӗнекесемпе
паллаштарнӑ, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ библиографи списокне кӗртнӗ. Ҫураласса
вӑл Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра вăтам хресчен кил-йышĕнче
çуралнă.
Алексей Воробьев хӑйӗн
литературӑри ӗҫӗ-хӗлне 40-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш
сӑввисем Ҫӗрпӳ районӗн «Сталинец» хаҫатӗнче пичетленнӗ. Вӑл ҫырас ӑсталӑха
хӑвӑрт ӳстерсе пынӑ, пӗтӗмпех хӑй курнӑ, хӑй пӗлнӗ пулӑмсем ҫинчен ҫырнӑ,
вӗсене яланах ҫӗнӗлле уҫса кӑтартма, тарӑнрах, лайахрӑх курма тӑрӑшнӑ. Поэтӑн
чылай сӑввисем нумай нациллӗ халӑхсем иртнӗ вӑрҫӑра тӳссе ирттернӗ йывӑр та
тертлӗ вӑхӑт ҫинчен, уй-хир ӗҫченӗсен пурнӑҫӗ пирки сӑнарлӑн каласа параҫҫӗ,
ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва вӗҫӗмсӗр юратма, ӗҫчен те харсӑр пулма, туслӑхпа
юлташлӑха хисеплеме, этем чысне таса тытма чӗнеҫҫӗ. Каярахпа унӑн
произведенийӗсем республика хаҫачӗсенче те пичетленме пуҫланнӑ. Пӗтӗмпе
писатель ҫирӗме яхӑн сӑвӑсемпе поэма сборникӗсем кӑларнӑ. Вӗсем шутӗнче чӑвашла тата вырасла ҫырнӑ кӗнексем: «Йӑмра»
(«Ветла»), «Хирти калаҫу» («Разговор в поле»), «Хиртех ман чун» («Сердце мое в
поле»), «Юратнӑ сӑнсем» («Любимые черты»), «Хӗвел ҫаврӑнӑш» («Подсолнух»),
«Колодцы» тата ыттисем те.
Алексей Воробьев 1964 çултанпа
— СССР писателĕсен союзĕн членĕ, 1974 ҫултанпа – Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл ячӗпе
хисепленекен преми лауреачӗ.
Чӑваш халӑхӗ поэт ятне яланах
асра тытӗ.
|