Хисеплĕ библиотекарьсем тата вулакансем!
Сире Пĕтĕм Раççейри библиотекарьсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Халăхăн тавракурăмне тата культурине аталантарас, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре библиотекăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке нумай вулакан, нумай пĕлекен çын кирек епле ыйтусем çине те хуравсем, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре тупать. Çакна ачасемпе çитĕннисем чун-чĕрепе туйса илччĕр, вĕсем кĕнеке енне туртăнччăр тесе эсир хăвăртан килнине йăлтах тăватăр.
Халăха кирлĕ информаци парса тăрасси те библиотекарьсен пултарулăхĕпе çыхăннă. Çĕнĕ ĕмĕрти çĕнĕ технологие алла илни халăхăн тĕрлĕ сийне тĕрлĕ пулăшу пама майсем туса пачĕ. Халĕ библиотекăсенче видеосистемăсем, видеомагнитофонсем, компьютерсем паянхи кун ыйтнине тивĕçтереççĕ. Кунта кирек хăçан та Интернета тухма пулать.
Сире малашнехи ĕçĕрте ăнăçу сунатăп. Библиотекăсемпе вулакансен хушшинчи çыхăну малалла татах та çирĕплентĕр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатăп.
Район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов.
|