Юрӑ – чун-чӗре парни. Вӑл ҫынна
юратакан, хӗвел пайӑрки пек ӑшӑтакан чӗрере ҫеҫ ҫуралать. Чӑваш поэзине илес пулсан, унӑн хавхалануллӑ
йышӑнче пысӑк сӑвӑҫсем нумай. Вӗсем шутӗнче
Василий Иванович Давыдов-Анатри поэт-юрӑҫ та. 2012 ҫулхи декабӗрӗн 26-мӗшӗнче поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет.
Ҫак паллӑ куна халалласа Муркашри тӗп
вулавӑшра «Улып песенной поэзии – лирикӑллӑ сӑвӑсен улӑпӗ» кӗнеке выставки ӗҫлеме
пуҫларӗ.