Тӑван чӗлхемӗр – пирӗн истори, пирӗн эткерлӗх, пирӗн пуласлӑхӑн малашлӑхӗ. Чи иксӗлми чӗлхе пуянлӑхне вара чӑваш литературин эткерӗнче куратпӑр. Ҫак пуянлӑх никӗсне хывакансенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ – Митта Ваҫлейӗ.
Митта Ваçлейĕ (Митта Василий Егорович) 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 9 ачаллӑ ҫемьере чи асли пулнӑ вӑл. Çак пурнăç çине те урăх куçпа пăхма вĕрентет, ыттисемшӗн тӑрӑшма хистет поэта. Митта Ваҫлейӗ Чĕмпĕрти педтехникумра пĕлӳ пухнă. Учительте, колхоз ҫамрăкĕсен шкулĕн ертӳҫинче, райхаҫатăн яваплă секретарĕнче ĕҫленĕ. Çырас ĕçе вăл сăвăран пуçăнать, 1925 çулта «Сунтал» журналта ун пĕрремĕш сăвви («Тăван çĕршыв») çапăнать. Чăваш литературинче Митта Ваçлейĕ тĕрлĕ жанрпа çырса тарăн йĕр хăварнă. Вăл çырнисем критиксемшӗн ҫивӗч калаҫу сӑлтавӗ пулса тӑнӑ, вĕсене кĕçех вĕрентӳ кĕнекисене те кĕртнĕ. Поэт ырă ячĕ чăваш халăх историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ. Сăвăç 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.