Муркаш районӗн ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем Родион Петров композитор 60-ҫул тултарнине халалласа «Вӑл юрӑ-кӗвепе телейлӗ» буклет кӑларчӗҫ. Кунта пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн уҫса панӑ тата библиографи списокӗ те пур.
1981 ҫулта Родион Петровӑн «Шӑпчӑксем» ятлӑ пӗрремӗш юрри Чӑваш радио эфирӗнче янӑранӑ. Ҫӗнӗ юрра Георгий Ефимов сӑввипе кӗвӗленӗ. Юрий Сементерӗн «Сар пикем, хӗр пикем», Петӗр Ялкирӗн «Анюкпа Ванюк», Владимир Никифоровӑн «Ах, пӗлмен-ҫке хӗр чунне», Анатолий Хумӑн «Саншӑнах» сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем радиопа тӑтӑшах янӑраҫҫӗ.
Родион Петрович 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авӑр ҫырми ялӗнче, Нина Ивановнӑпа Петр Петрович Петровсен туслӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Петр Петрович ялти чи чаплӑ, сумлӑ купӑсҫӑ шутланнӑ. Родион тӑватӑ-пилӗк ҫултах купӑс калама вӗреннӗ.
Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Родион тӳрех Ҫӗрпӳри ҫут ӗҫ училищине ҫул тытать. 1976 ҫулта оркестр уйрӑмне пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи Калининӑри культура ҫӳртӗнче илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлет, ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, кайран Элӗк районӗнчи
...
Читать дальше »