Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă.
Сăвăçӑ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Патăрьел районĕ) Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. Вӑл 1932-мӗшӗнче Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В. Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.
Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулă
...
Читать дальше »