Фоторепортаж
2018 ҫулхи авăн 2-мӗшӗнче чăваш çыравçи, РСФСР тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ. Трубина Мархви чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă, чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм-çыравçăсенчен пĕри. Вăл нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă.
Муркаш районĕн тӗп библиотекинче ҫак паллӑ куна халаласа «Çутă сăнарĕ манăçмасть» литература сехечӗ иртрӗ. Мероприятие Муркашри вӑтам шкулĕнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Библиотекарьсем ачасене Трубина Мархви кун-ҫулӗпе тата унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса тӗплӗн каласа пачӗҫ. Трубина Мархви ҫинчен анлăрах вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тӗллевпе вӗренекенсене кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ. Шкул ачисем Шупашкарта çыравçĕ ячĕпе урам тата ача-пăча библиотеки, Байгулово салинче Трубина Мархви урамĕ пурри çинчен пĕлчĕç. Марфа Дмитриевнăн «Ача чухнехи» автобиографиллĕ повеçĕн сыпӑкӗсене ачасем пĕри хыҫҫăн тепри вуларĕç.
Мероприяти вӗҫленнӗ май, ачасем актив
...
Читать дальше »