Фоторепортаж
Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Эпир ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Иван Яковлевич ӗмӗр тӑршшӗпех чӑваш халӑхӗн ертӳҫи пулнине хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗсемпе кӑтартса панӑ. Вӑл тӑван халӑха ҫутта кӑлармалли тытӑма йеркелесе чӑваш шкулӗсенче ӗҫлеме тӗрлӗ енлӗ те ҫирӗп пӗлӳллӗ пин ытла вӗрентекен хатӗрленӗ, ҫӗнӗ литература чӗлхине тата профессиллӗ наци искусствин – музыка, театр, ӳнер искусствисен - пуҫламӑшне никӗсленӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекӑра Муркаш хор ветеранӗсемпе литературӑпа кӗвӗ каҫӗ «Яланах янăра, чăваш чĕлхи» иртрӗ. Малтанах ертӳçисем И.Я. Яковлев – чӑваш Прометейӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.
Çак уяв тĕллевĕ - халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.
...
Читать дальше »