Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чӑваш юрри-сӑввин кӗрнеклӗ ӑсти Константин Васильевич Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул тултарать. Константин Васильевич Иванов – чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе хисеплетпӗр.
Константин Иванов – нумай енлӗ талант. Вӑл пултаруллӑ куҫаруҫӑ, художник-иллюстратор, декоратор, фотограф, фольклорист, поэт.
Чӑваш поэчӗн ятне аякри ҫӗршывсен тӗрлӗ чӗлхеллӗ энциклопедийӗсене кӗртнӗ; «Нарспи» поэмӑна тӗнче классикин шедеврӗсемпе пӗрле пичетленӗ. Вахӑтсӑр сӳнет пэтӑн пурнӑҫӗ. Анчах ҫулсем иртсен те унӑн ячӗ ҫӑлтӑр евӗр литература тӳпинче ялкӑшса тӑрӗ. «Нарспи» ҫути – сӳнми.
Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче Иванов патне «таврӑнсах» тӑратпӑр. «Нарспи» поэмӑпа виҫӗ опера ҫырнӑ, балет лартнӑ, 2008-мӗш ҫулта Б. Чиндыков дламатургпа Н. Казаков композитор хатӗрленӗ мюзикл та тухрӗ сцена ҫине. Чӑваш ӳкерӳҫисем ҫултан-ҫул «Нарспи&
...
Читать дальше »