Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫи Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Пулас ҫыравҫӑ Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Чулҫырмара ҫуралнӑ. Ҫыравҫӑн малтанхи хайлавӗсем 1931 ҫулта Самарӑри «Пӑр тапранчӗ» альманахра пичетленнӗ, 1941 ҫулта «Малтанхи аслати» сӑвӑсен кӗнеки тухнӑ. Стихван Шавли вырӑс ҫыравҫисен А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, Н. Ершовӑн, Т. Шевченкӑн тата ыттисен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.
Юбилей ячӗпе Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Мухтатӑп хамӑн халӑха» янравлă вулав иртрӗ. Шкул ачисемпе библиотека ӗҫченӗсем Стихван Шавли сăввисене вуларӗҫ. Сӑвӑсен темисем хушшинче – тăван тавралăх илемĕ, çĕршыва юратни, этем паттăрлăхĕ, ҫынӑн пурнăçри вырăнĕ. Мероприятие хутшӑнакансем пултаруллă поэт хăйĕн сăввисенче, фельетонсемпе кĕске калавĕсенче бюрократсене, ĕçке ернĕ çынсене, тĕрлĕ харам пыра хĕрхенӳсĕр питлени çинчен пĕлчӗҫ. Юбилей тӗлне хатӗрленӗ чӑваш халӑх поэчӗн, публицисчӗн пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Халӑхпа пӗрле» буклета ачасем интересленсех пӑхрӗҫ, вуласа тухрӗҫ.
«Стихван Шавли пултарулăхне чăннипех те телейлĕ шăпа пÿрнĕ: вăл çырнисен калăпăшĕ пысăк пулин те — пурте тутă
...
Читать дальше »