Тăван çĕршыва юратас, халăха паллă çынсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе, Николаева Татьяна Николаевна çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа Муркашри тӗп библиотекăра информаци сехетне «Чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ» ирттерчĕç. Мероприятие Муркаш шкул ачисене чĕнсе илнĕ.
Татьяна Николаевна Николаева-Алексеева 8 ывӑл - паттӑр амӑшӗ, 1-мӗш степеньлӗ Аслӑ Петӗр орденне тивӗҫнӗ. Татьяна Николаевнӑн ячӗ Чӑваш Республикин тата Муркаш районӗн Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн хисеп кӗнекинче ҫырӑннӑ.
Татьяна Николаевна 1881 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Исетерккĕ ялĕнче хресчен çемьинче çуралнă. Ку куна эпир Татьяна кунĕ тетпĕр. Шăпи вара Çветтуй Татианăн пекех пулнă. Вăл савма та, юратма та пĕлнĕ.
1941 çул, июнĕн 22-мĕшĕ, вырсарни кун. Çĕршыв çине фашистла Германи тапăнса кĕрет. Татьяна Николаевнăпа Алексей Илларионович 8 ывăлне пĕрин хыççăн теприне Тăван çĕршывшăн çапăçма вăрçă хирне ăсатаççĕ.
Татьяна Николаевна патне çине-çине вăрçăра
...
Читать дальше »