Чăваш халăх çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ Юхма Мишши 1936-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ. Вăл Чăваш Енĕн, Тутарстанăн, Мари Элĕн тата Удмурт республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ҫак паллӑ куна халалласа Муркаш тӗп вулавӑшӗнче «Чăвашлăх управçи» ятлă кӗнеке выставки ӗҫлеме пуҫларӗ.
Унӑн пӗрремӗш пайне «Литература тытăмĕнче» ят панă. Кунта писатĕлĕн пурнăçне çутатса панă. Юхма Мишши И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул Чăваш енре тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ.
Выставкӑн иккӗмӗш пайӗ «Чăваш кĕнеки ачасем валли» ятлӑ. Кунта чи интереслĕ те илемлĕ тата курăмлă, чуна тивекен кĕнекесем пуçтарнă.
Юхма Мишши нумай енлӗ ҫыравҫӑ. Вӑл поэт та, прозаик та, хитре юмахҫӑ та, куҫа
...
Читать дальше »