Фоторепортаж
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки йӗркеленӗ «Литературӑлла Чӑваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» акци иртнӗ май Муркаш салинчи ача-пӑча вулавӑшӗнче хаваслӑ тӗлпулу иртрӗ. Вулакансемпе, вулавӑшсен ӗҫченӗсемпе тӗл пулӑва Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Семёнович Сементер, чӑваш ҫыравҫи Ольга Геннадьевна Куликова (Улькка Эльмен), наци библиотекин специалисчӗ Ольга килчӗҫ.
Калаҫӑва Юрий Семёнович пуҫларӗ. Юрий Сементре пӗлмен ҫын пур-ши? Шкул саккинчен Сементер пултаруллӑхӗпе паллашатпӑр. «Уҫланкӑри палан» сӑвӑпа кӗвӗленӗ юрра пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Поэт Муркаш ҫыннисене пысӑк салам каларӗ, Чӑваш Республикинчи пултаруллӑ нумай писатель-поэта асӑнса хӑварчӗ, кашнин литературӑра пысӑк тӳпе пуррине ӑнлантарчӗ. Пурнӑҫри хаваслӑ, интереслӗ самантсене илсе кӑтартрӗ. П. Хусанкай, Н. Мранькка, П. Емельянов, А. Артемьев, Я. Ухсай, П. Ялгир тата ытти нумай классика илтме тӳр килчӗ. Пурнӑҫра эпир паллӑ ҫыравҫӑсемпе тӗл пулса калаҫни – пысӑк телей. Юрий Семёнович хӑйӗн пултаруллахӗпе паллаштарнӑ май «Амӑшӗн чунӗ» сӑвва вуласа пачӗ. Хайлавра чун юратнӑ тӗпренчӗкӗсене амӑшӗн чунӗ килӗнче тупайманни ҫинчен каланӑ: «мӑрьере тӗтӗм ҫук, кантӑкра ҫутӑ ҫук». Амӑшӗн чунӗ ачисене шыраса хула
...
Читать дальше »